«Хăрушлăхпа хаярлăх»

Хитре   хуласем   ялкăшаççĕ  вутра,
Ялсем   çулăмра,   улăхсем   чĕрĕ   юнлă...
Тăшман   пуснă   вырăн   суранлă   выртать,
Тăшман   иртнĕ   вырăн   пуш   хир   пулса   юлнă.

Шанатпăр   эпир:   çав   çĕлен-калтана
Час   нӳрлĕ  çĕр   çăтĕ,   час   нӳрлĕ   юн   витĕ,
Хаяр   тавăру   ярса   тытнă   ăна.
Пире   Çĕнтерӳ  курăнать   çулăм   витĕр,
Пире   курăнать   хĕвел   сăнлă   уяв,
Пире   йыхăрать   унта   Пурнăç,   Мухтав.

Александр Алга



«Чи хаклă парне»

Юрлă-çумăрлă çанталăк
Тăват çул алхасрĕ тек:
Юнлă-çулăмлă çулталăк —
Кашниех çур ĕмĕр пек.

Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...
Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.
Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,
Ман юлташчĕ, нимĕç мар.

Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,
Суккăр пуля ши те ши!
Ман пуçа вăл шав шыратчĕ —
Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?

Ах, аннем, вилес килместчĕ
Ют çĕрте вунсаккăрта!
Пурăнас тесех сикетчĕ
Яш чĕреçĕм кăкăрта.
Хамăр çĕр енне пăхаттăм
Вĕçмен чух хăруш йĕтре,
Хамăр кил тĕлне шыраттăм
Ăш вăрканă сехетре.

Ман чĕрем сире сунатчĕ:
«Пултăр ирĕк ĕмĕр сыв!»
Хамăр кил пек туйăнать-çке
Манайми Тăван çĕршыв.

Çавăнпа эп тупа турăм
Çапăçмашкăн çич ютпа,
Фашиста хăйне тĕп турăм —
Ан юнатăр тек вутпа!

Каçарсам, аннем, кӳмерĕм
Парнесем ют çĕршывран:
Хаклăран хакли вăл терĕм,
Çĕнтерӳ — парнеçĕм ман!

Александр Артемьев



«Салтак эп пулнă»

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень.
Эп пенĕ пăшалпа. Мана те пенĕ
Пĕччен те — вăрттăн, харăс — темиçен
Çĕрле те, кăнтăрла та хирĕç енĕ.

Эп ӳкнĕ, тăнă — кайнă эп малах
Çĕр çĕмĕрсе те питĕ шăппăн, сассăр;
Ума тĕл тухнă — пенĕ эп, анчах
Мишене мар аркатнă, каçармасăр

Тустарнă тыррăма таптакана,
Вутта хуракана ватта-вĕтте те,
Ял-хулана, çынна, саманана
Инкек кӳрекене çех пур çĕрте те!

Хура хĕреслĕ выçкăн çăткăна
Шывра та, çĕр çинче те эп тылланă.
Сыхланă Паяна эп, Ырана,
Тăван сасса, тăван юрра сыхланă.

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень
Тискер тăшманшăн — чунсăр автоматшăн.
Пулман эп автомат — ырра тивмен,
Кĕрешнĕ усала çех тĕп тăвасшăн.

Георгий Орлов



«Фронтри туссене»

Ăçта эсир, туссем, ăçта эсир,
Хăш çĕрсене çĕретĕр йĕрлесе?
Сире аса илетĕп каç та ир,
Ыйха татса уйлатăп çĕрлесем.

Уйламăттăм çĕрсем ыйах татса,
Сăнăр-сăпатăрсем-çке ман умра.
Сире тек ыр сунса, пăшăлтатса
Сăввăрсене вулатăп ăшăмра.

Инкек кĕрсе çĕршывăмăр çине
Ак килчĕ Гитлер ирсĕрĕ — усал.
Хăвартăмăр юратнă ĕçсене,
Алла тытмашкăн тиврĕ хĕçпăшал.

Килте — çырса пĕтмен сăввăмăрсем,
Халь урăх сăвă кирлĕ-мĕн пире.
Умсене выртрĕç вăрçă çулĕсем,
Вут-çулăм витĕр, вилĕм витĕрех.

Салантăмăр кашни хăй çулĕпе,
Хаяр çапăçусен çулăмĕнче
Чĕремĕрсем хытрĕç вутчулĕ пек,
Шурчĕç çĕçĕмĕрсем пуçсем çинче.

Çапăçусем хăрушă та хĕрĕ.
Анчах умра çиçсе, хĕвелленсе,
Ав, çĕкленет мухтавлă Çĕнтерӳ,
Пире хастарлăрах пулма чĕнсе.

Ак иртĕç, иртĕç çулăмри кунсем,
Тăшман пăчланĕ ирсĕр йăвинчех.
Эпир, Çĕнтерĕве кĕрекенсем,
Каллех тĕл пулăпăр Атăл çинче.

Таврăнăпăр тăван Шупашкара.
Вутра çуралнă сăввăмăрсене
Ун чух кăларса хурăпăр вара
Çуратнă халăх-йышăмăр умне.

Чунтан саван атте-анне çĕрне
Чуптăвăпăр таса чĕресемпе,
Кашни кĕрсе ăна паха парне,
ăшă питпе, вĕри чĕлхесемпе.

Пухăнăпăр тулли кĕрекере
Çут Çĕнтерӳ кунне уявлама.
Йĕнне чиксе алри хĕçĕмĕре
Пуçăнăпăр шеп юрă хайлама...

Ăçта эсир, туссем, ăçта эсир,
Хăш çĕрсене çĕретĕр йĕрлесе?
Сире сунатăп сывлăх каç та ир,
Ыйăх татса уйлатăп çĕрлееем...

Уйăп Мишши



«Хăюллăн малалла!»

Ăçтa пулсан та эп —
Çĕршыв  манна  перле.
Пĕлетĕп, ĕненеп:
Эпир çĕнтсрмелле.

Çĕр халăхлă çĕршыв
Пĕр ĕмĕтпе тăрсан,
Юлма ан асăн сыв,
Антăхакан тăшман!

Тĕсех сана эппин!
Эпир малтан тивмен.
Анчах ĕнтĕ халь тин
Каçару çук пиртен.

Эпир курманах мар
Вутне те çулăмне.
Тăвар пек витнĕ тар
Пур пирĕн йăхсене...
Ăçта пулсан та эп —
Çĕршывăм манпала.
Пĕрех йыхрав илтеп:
Хăюллăн малалла!

Петер Хусанкай



«Фронтри такмаксем»

Пирĕн Улыпов разведчик
Тытнă юбкăллă фрица.
«Фрау, чышкă парас мар-и?» —
Тенĕ çилĕллĕн ыйтса.

Фашистсем, эй, вĕçкĕнсем,
Калăр, калăр: «Вас ист дас?»
«Паçăр полкчĕ, — терĕ Ганс. —
Халь çук-ним те. Мĕн тăвас?»

Геббельс ыйтнă Гитлертан:
«Кам çуратнă-ши сана?»
«Астăватăп, — тенĕ лешĕ, —
Мăйракаллă сăттана».

Шухăшланă Гитлер-кашкăр
Тĕнчене пăхăнтарма.
Сĕмсĕрскерĕн тиврĕ мар-и
Раççейре шăлне катма.

Выçă куçлă çăткăн кайăк
Çирĕ кăлпасси пайтах.
Вăл, ав, сало та çиесшĕн.
Лартăр-и пырне часрах.

«Ха-ха-ха» тесе кулатчĕ
Гитлер вăрçă пуçласан.
«Ах-ах-ах» тесе супать халь,
Çарĕ чакнине курсан.

Килчĕ урнă фашист çарĕ
Хапсăнса Совет çĕрне.
Берлина çитсех кăнтасчĕ
Пĕтĕм Гитлер бандине.

Петĕр Ялгир



«Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн»

Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн,
Хĕрлĕ хĕм хĕретсен тухăçа,
Тăшмана аркатса çĕмĕрмешкĕн
Эшелон тухса кайрĕ вăрçа.

Эшелон тухса кайрĕ... А эсĕ
Тутăрна сĕлтсе юлтăн пĕччен.
Сан шур тутăр питех çӳçентерчĕ
Ман чуна çеçен хир тӳпинче.

Курăнми пултăн эс. Эпĕ кайрăм,
Сан сăнна асăмра упраса.
Сан çинчен çыртăм эп сăвă-юрă,
Сăмаха ахах пек суйласа.

Чи паха парнерен те-çке хаклă
Шурăмпуç пек сан янкăр куллу.
Иксĕлмест асăмра сан кăварлă,
Çут хĕвел пек таса кăмăлу.

Ан кулян, вăрçă хирĕнче эпĕр
Тамалтарăпăр вутлă çиле;
Тăшмана тĕп туса час килетпĕр,
Эшелон килсе çитĕ киле.

Максим Ястран